Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.5 °C
Нумайне чӑтнине сахалне чӑт.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Пӗррехинче ҫурхи лӑпкӑ каҫ - Иван Христофоров

Пӗррехинче ҫурхи лӑпкӑ каҫ
Пуҫтарӑнсан анне килӗнче
Пӗр чӑпар куккук шӑппӑн авӑтса
Пырса ларчӗ хурӑн тӑррине
Пӗр чӑпар куккук шӑппӑн авӑтса
Пырса ларчӗ хурӑн тӑррине

Ан хуҫӑр-ха хурӑн туратне
Куккук ӑҫта ларса авӑтӗ
Ан хуҫӑр-ха анне кӑмӑлне
Эпир кайсан кампа йӑпанӗ
Ан хуҫӑр-ха анне кӑмӑлне
Эпир кайсан кампа йӑпанӗ

Виҫҫӗллӗн явнӑ чӗн йӗвенне
Мӗншӗн сӳтӗлмелле тунӑ-ши?
ҫиччӗн ҫуралса пӗр килте ӳссе
Мӗншӗн уйрӑлмалла тунӑ-ши?
ҫиччӗн ҫуралса пӗр килте ӳссе
Мӗншӗн уйрӑлмалла тунӑ-ши?

Пӗррехинче ҫурхи лӑпкӑ каҫ
Пуҫтарӑнсан анне килӗнче
Ан йӗр-ха, анне, шӑл-ха куҫҫульне
Хурлӑхлӑн ӑсатрӗ вӑл пире
Ан йӗр-ха, анне, шӑл-ха куҫҫульне
Хурлӑхлӑн ӑсатрӗ вӑл пире


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

reflejo тӳрлетнӗ, информацие 2006-01-13 00:53:36 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 8488 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем